Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Юрать, унта пурӑнакансем ҫӑлӑнса юлнӑ. Пӳртӗн пӗр пайӗ вара сиенленнӗ.
Асӑннӑ ялта пурӑнакан 49 ҫулти арҫыннӑн ҫуртне аҫа ҫапнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре кил хуҫин арӑмӗ тата ачисем пулнӑ. Вӗсем тухса тарма ӗлкӗрнӗ.
Урама тухсан хӗрарӑм пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна виҫӗ техника ҫитнӗ. Юнашар ялти пушар командисен хӑйирӗкҫисем те ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ.
Пушарта ҫурт тӑрри, мачча сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ.
Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова.
Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ.
Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Иртнӗ эрнере почтальонсем професси уявне палӑртнӑ. Элӗк районӗнче вӗсене района пухса саламланӑ. Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче вӗсене Ҫӗмӗрлери почтамт пуҫлӑхӗ Сергей Новичков професси уявӗпе ырӑ суннӑ.
Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат редакцийӗ те вӗсене ырӑ суннӑ. «Почта ҫыхӑну уйрӑмӗсен ӗҫченӗсемпе эпир тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр, пӗрлехи ӗҫе пурнӑҫлатпӑр», — теҫҫӗ хаҫатҫӑсем.
Район хаҫатне халӑх патне вӑхӑтра ҫитерме пулӑшнӑшӑн «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Марина Леонтьева тав тунӑ. Ҫыхӑну тытӑмӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсене вӑл асӑнмалӑх парне панӑ. Чыс-хисепе кӑҫал Элӗкри ҫыхӑну уйрӑмӗн ертӳҫи Любовь Петрова, Мӑн Этменти Алина Сорокина, Тури Карачурари Валентина Ефремова, Ехремкассинчи Зоя Михайлова, Ярхуньушкӑньри Валентина Воинова тивӗҫнӗ.
Элӗк районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, «Акатуй — 2018» районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланмалла. Уява хатӗрленес ӗҫсем унта малалла пыраҫҫӗ. Районти культура ҫурчӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче уяв валли мотоцикл кирлине пӗлтернӗ.
«Театрализацилеме «Урал», «Днепр», «И» люлькӑллӑ мотоциклсем кирлӗ. Водительпе пулсан аванрах. Ун пек мотоцикл пуррисене районти культура ҫуртне 22-0-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтатпӑр. Телефонпа тӗплӗнрех ӑнлантарӑпӑр», — тесе ҫырнӑ унта.
Иртнӗ шӑматкун Акатуя Патӑрьел районӗнче пухӑннӑ. Унтисем сухапуҫпа сухаланине те евӗрленӗ.
Акатуйсем районсенче хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлаҫҫӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорне Владимир Иванова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Уншӑн суйлавҫӑсен 76-а яхӑн проценчӗ хӑйӗн сассине панӑ.
Аса илтерер, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре тӗрлӗ шайри депутатсене суйлассипе хушма суйлав иртнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашне Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвне те унччен пушӑннӑ вырӑна тепӗр ҫынна суйланӑ.
Кунсӑр пуҫне Элӗк районӗнчи Шӗмшеш тата Етӗрне районӗнчи Иваньково ял тӑрӑхӗсен пухӑвӗсен депутачӗсене суйланӑ. Элӗк районӗнче ҫынсем Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташне депутата шаннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Правительство пайташӗсемпе паян ирттернӗ канашлура ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков суйлав «яланхиллех уҫҫӑн» иртнине ӗнентернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тарӑх, пӗр депутата руль умӗнче ӳсӗр ларнине икӗ хутчен асӑрханӑ. Ӑна куншӑн 180 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен.
Пӗр депутат руль умӗнче ӳсер пулнине ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӑна ун чухне административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1,5 ҫуллӑха правасӑр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Анчах депутат тӳрӗ ҫул ҫине тӑма васкаман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ӑна инспекторсем чарнӑ. Вӑл каллех руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ. Депутат хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ.
Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ пӳрт-вакун вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ют пурлӑха куҫ хывнисенчен пӗри, 30 ҫулти арҫын, Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗччӗ.
Ырӑ мар ӗҫе туссем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тунӑччӗ. Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӗсем Элӗк районне илсе кайнӑ.
Пурлӑх хуҫине, ял хуҫалӑх кооперативне, 210 пин тенкӗлӗх, сиен кӳнӗ.
Пӳрт-вакуна вӑрланисен тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫынсем унччен айӑпланманнине, пурлӑха хуҫине тавӑрса панине, хуҫи те вӗсене каҫарнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынсене суд иккӗшне 30-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ.
Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ.
Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.
2016 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫичӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата пысӑкланӗ: тепӗр тӑватӑ клуб ҫӗклеме палӑртнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗмшешре, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра, Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре тата Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче вара клуба ҫитес ҫул ҫӗклӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 2018-2019 ҫулсенче республика хыснинчен 65,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кунсӑр пуҫне ялсенчи 33 культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Тепӗр 24 клуба ҫӗнетӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |